Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи пӗр ялта 3 ҫулти ачана хура ҫӗлен сӑхнӑ. Ку инкек пахчарах пулнӑ.
Юрать, ашшӗ-амӑшӗ ачана ҫӗлен тапӑннине вӑхӑтра курнӑ. Ачана Патӑрьел районӗн пульницине илсе кайнӑ. Тухтӑрсем пӗчӗкскере тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн хулари пульницӑна яма йышӑннӑ. Унта ачана тӳрех хура ҫӗлен наркӑмӑшӗнчен сыворотка янӑ.
Телее, ача халӗ хӑйне чиперех туять. Шӑпӑрлана халӗ пульницӑра сиплеҫҫӗ. РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Ҫӗлен курсан сехӗрленсе ӳкмелле мар, майӗпен каялла чакмалла.
«Граждан пуҫарӑвӗ» общество организацийӗн хастарӗсем ыйтӑм ирттернӗ. Ҫынсенчен чылайӑшӗ Чӑваш Енри ҫулсене виҫӗ балпа ҫеҫ хакланӑ. Респондентсен 6,24 проценчӗ ҫеҫ ҫулсене лайӑх хак панӑ.
Ыйтӑма республикӑри 26 муниципалитетра ирттернӗ. Кашни тӑрӑхрах 40 ҫынран кая мар ыйтнӑ. Пӗтӗмпе 1082 водителӗн шухӑшне ыйтса пӗлнӗ.
Пур муниципалитетра та респондентсем япӑх ҫулсем пирки ҫеҫ аса илнӗ. Лайӑххи темшӗн пуҫа килмен. Элӗк, Вӑрнар, Улатӑр районӗсенче ҫулсем питӗ япӑххи ҫиеле тухнӑ. Патӑрьел, Ҫӗрпӳ районӗсенче ҫулсем лайӑх еннелле улшӑннӑ. Вӑрнар поселокӗнче вара арканнӑ ҫул нумай. Улатӑрта ҫулсем ҫинчи шӑтӑк-путӑка хӑйӑр тултарнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче вара кирпӗчпе сапланӑ.
Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче Кокель плэнерӗ кӑҫалхипе 11-мӗш хут иртет. Унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ. Зуфар Гимаев, Юрийпе Татьяна Бердниковсем (Хусан), Сергей Качин (Харьков), Владимир Чернышев (Минск), Алексей Волковпа Вера Дмитриева (Шупашкар), Алия Зейнутдинова (Питӗр) Аслӑ Чемен ялӗнче пурӑнакан Нина Мулгачева патӗнче пулнӑ.
Вӗсем кинемей тӗрӗ тӗрленине, кӑмакара ҫӑкӑр пӗҫернине ӳкернӗ. Ӳнерҫӗсем ҫуртпа та паллашнӑ, аваллӑхпа ҫыхӑннӑ япаласене типтерлӗ упранинчен тӗлӗннӗ.
Нина Михайловнӑн ҫуртне музейпа танлаштарма пулать. 50 ҫул каяллахипе танлаштарсан, унӑн пӳрт ӑшчикӗ нимӗнпе те улшӑнман. Стена ҫинче – ӳкерчӗксем, урайӗнче – кавир.
Плэнера кашни ҫулах ирттерессине йӑлана кӗртнӗ.
Патӑрьел районӗнчи Сериня Халитова фермер качака ӗрчетесшӗн. Мӑйракаллӑ пӗчӗк выльӑха тытас шухӑш тытнӑ фермер ҫемйи ӗҫе пӗлтӗр пуҫӑннӑ. Паянхи кун вӗсем 500 качака тытасшӑн. Сӗте фермерсем кӳршӗллӗ регионсене — Мари Эла тата Удмурт Республикине — ӑсатаҫҫӗ. Халӑх ыйтнине кура ҫемье ку выльӑх шутне тата ӳстересшӗн. Хальхи вӑхӑтра унта тепӗр 1000 качакалӑх ферма тума пуҫланӑ.
Качака усракан фермер ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов кайнӑ. Фермерсем министра качака сӗтне халӑх ыйтнине пӗлтернӗ. Сергей Артамонов вӗсене сӗте тирпейлеме сӗннӗ. Лешсен ун пек шухӑш пур-мӗн. Анчах малтан фермӑна хута ярса пӗтересшӗн, кайран сӗтрен сыр тума пуҫласшӑн.
Качака ферминче паян 10 ҫын ӗҫлет. Вӗсене уйӑхсерен вӑтамран 15-шер пин тенкӗ тӳлеҫҫӗ.
Чӑваш Енре Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкӗ пулнӑ май нумй ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсене малалла чыслаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнче нумай ҫул пурӑнакан мӑшӑрсене ЗАГС ӗҫченӗсем чысланӑ. Шӑнкӑртам ялӗнче кун кунлакан Хайдер Гереевич тата Гельшат Хабибулловна Шршасем ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 55 ҫул пӗрле пурӑннине паллӑ тунӑ. Вӑтаел ялӗнче тӗпленнӗ Виталий Афанасьевич тата Валентин Николаевна Кирилловсем вара ҫӗртмен 13-мӗшӗнче ылтӑн туя паллӑ тунӑ.
ЗАГС ӗҫченӗсем икӗ мӑшӑра чӗнсе илнӗ те савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Ольга Гусарова специалист-эксперт ӑшӑ сӑмахсем каланӑ, ҫемье праҫникне пухӑннисене тав тунӑ.
Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнче пурӑнакансен инфраструктурине аталантарма Чӑваш Ен Элтеперӗн гранчӗ тивӗҫнӗ. Укҫа парасси ҫинчен калакан хута районта иртнӗ Акатуй вӑхӑтӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Михаил Игнатьев панӑ.
Ял хуҫалӑх продукцине туса илессипе Патӑрьел районӗ республикӑра иккӗмӗш вырӑнта. «Ҫулталӑк пуҫланнӑрапа ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсенче сӗт суса илесси 20 процент ӳснӗ. Раҫҫей Федерацийӗн тата республикӑн программисене те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Шӑпах ҫак тата ытти кӑтартусем района республикӑри хуласемпе районсем хушшинче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнма, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ районӑн обществӑлла инфраструктурине аталантарма паракан Гранта (6 млн тенкӗ) ҫӗнсе илме пулӑшнӑ», — хыпарлать асӑннӑ тӑрӑхри «Авангард» хаҫат.
Республика кунӗ умӗн фельдшерпа акушер пунктне уҫасси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал ку пулӑм Патӑрьел тата Пӑрачкав районӗсенче пурӑнакансене савӑнтарӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, ведомство ертӳҫин ҫумӗ Светлана Ананьева район администрацийӗсен тата пульницисен элчисемпе селекторлӑ канашлу ирттернӗ. Унта модульлӗ ФАПсен строительстви пирки калаҫнӑ. Тӗп тухтӑрсене вара строительство ӗҫӗсен графикне хатӗрлеме хушнӑ.
Сывлӑх сыхлавӗн министерстви 10 ФАПра строительство графикпе килӗшӳллӗн пулнине пӗлтерет. Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче тата Пӑрачкав районӗнчи Куславкка ялӗнче ФАПа Республика кунӗ умӗн уҫӗҫ.
Сӑмах май, ҫулталӑк вӗҫнелле республикӑра 25 ФАП туса пӗтермелле.
Районсенче пулакан «Акатуй» ӗҫпе юрӑ, спорт уявӗ кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫланать. Ҫав кун вӑл 15 районта уяв кӗрлӗ. Тепӗр кунне Елчӗкпе Патӑрьел районӗсенче иртӗ. Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар районӗсенче уявлӗҫ. Пӑрачкав районӗнче вӑл Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, иртӗ. Ҫӗрпӳ районӗнче утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Тихвин ярмӑрккипе пӗрле уявлӗҫ.
Михаил Игнатьев Элтепер Акатуй тӗрлӗ халӑхӑн йӑли-йӗркине пӑхӑнса пыма, туслӑн ӗҫлесе пурӑнма вӗрентет тесе хакланӑ. Сӑмах май. Уяв мероприятийӗсене паян Правительствӑн планеркинче тишкернӗ. Республика ертӳҫи наци тумӗсем ҫак уявӑн тӗп атрибучӗ тесе палӑртнӑ. Акатуйсемпе Сапантуйсене вӑл наци культурине упракан уявсем тесе ырланӑ.
Чӑваш Енре килекенсемпе кунтан каякансене республикӑн статистика органӗ кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхпа шутласа пӑхнӑ та, ют урӑх ҫӗре каякансем пирӗн тӑрӑха килекенсенчен ытлараххи палӑрнӑ. Миграци енчен ҫапла вара пирӗн тӑрӑхра кӑҫалхи кӑрлач–ака уйӑхӗсенче 758 ҫын сахалланнӑ.
Малтанласа шутланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енрен 4 977 ҫын кайнӑ, региона 4 219-ӑн килнӗ.
Урӑх ҫӗре кайнисенчен питӗ пысӑк пайӗ, 470 ҫын, ҫӗршывӑмӑрӑн урӑх регионне ҫул тытнӑ. Ытти ҫӗршыва 277-ӗн кайнӑ.
Пирӗн тӑрӑха килнӗ 4219 ҫынтан 3268-шӗ — урӑх регионсенчен, 951-шӗ — ытти ҫӗршывран.
Хулара пурӑнакансен йышӗ 594 ҫын хушӑннӑ. Ялтисен йышӗ 1352 ҫын чакнӑ. Елчӗк, Патӑрьел, Етӗрне районӗсенчен ытларах куҫса каяҫҫӗ. Ҫынсенчен ытларахӑшӗ Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене тата Шупашкар районӗсене куҫса килеҫҫӗ.
Патӑрьел райнӗнче ҫуралса ӳснӗ, Нижневартовскра ҫемйипе 10 ҫул ытла пурӑннӑ арҫынна тайгара персе вӗлернӗ. Вӑл ун чухне сунарта пулнӑ.
Ханты-Манси автономи автономи округӗнчи следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын пульницӑра сывлама пӑрахнӑ. 42 ҫултискере асӑрхамасӑр пенӗ. Ку пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулнӑ. Арҫыннӑн виллине тӑван тӑрӑхне паян илсе килнӗ.
Патӑрьел районӗн арҫынни сунара упа тытма юлташӗпе кайнӑ. Лешӗ асӑрхамасӑр ӑна пенӗ. Пуля витӗрех тухнӑ. Пирӗн ентеш пульницӑра темиҫе сехетрен вилнӗ.
Ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе «Асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗшӗн» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫыннӑн икӗ ачипе арӑмӗ тӑлӑха юлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Луутонен Йорма Калерво, чӑвашпа ҫармӑс чӗлхине танлаштарса тӗпчекен ҫуралнӑ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Леонид Никонорович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |